Юхма Мишши – ача–пǎча çыравçи.

Юхма Мишши (Ильин Михаил Николаевич), — чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ. Вǎл 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ӳснĕ.

           Патăрьелĕнчи вăтам шкултан, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Чăвашсен обществăпа культура центрне тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать.

          Кǎçал эпир Юхма Мишши çуралнǎранпа 75 çул çитнине паллǎ турǎмǎр. Писателе халалласа шкулти вулав залěнче «Юхма Мишши – ача – пǎча çыравçи» ятпа кěнекесен выставкине йěркелерěмěр. Выставкǎпа паллашнǎ май шкул ачисем писателěн тěрлě çулсенче çырнǎ кěнекисемпе, произведенийěсемпе паллашма пултарчěç.

          Халиччен унăн икçĕре яхăн кĕнеке тухнă. Паллăраххисем:

«Çăлтăрсем чĕнеççĕ» (1965),
«Мускав çулĕ» (1966),
«Эльпи чечекĕсем» (1969),
«Кăвак çĕмрен» (1971),
«Еткер» (1986),
«Термен» (1990),
«Анне çăкăрĕ» (1991),
«Атте пахчи» (1992),
«Авалхи чăвашсем» (1996),
«Авалхи чăваш туррисемпе паттăрĕсем» (1996).
Юлашки çулсенче çыравçă «Хуркайăк çулĕ» ятлă историллĕ романсен ярăмпа ĕçлет. Вăл ярăмра халĕ тухнă:

«Хĕвел хапхи» (иккĕмĕш ячĕ «Тамарислу — амаçынсен патши»);
«Юрăçăпа патша» (иккĕмĕш ячĕ «Сăкăт пики — сар пике», 2002);
«Ылттăнту — тăван кил» (иккĕмĕш ячĕ «Метте — хунсен çарпуçĕ», 2001);
«Аттил-патша» (иккĕмĕш ячĕ «Çын куççулĕ çĕре ӳкмест», 2003);
«Купрат патша» (иккĕмĕш ячĕ «Пурнăç çулĕ — вăрăм çул», 2003);
«Атăл шывĕ юха тăрать» (иккĕмĕш ячĕ «Пуласлăха курас тесе», 2004).