Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕ Чăваш чĕлхи кунĕ пулнине. Çак куна халалласа пирĕн шкулта пĕр эрне хушши тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Паян вара çак мероприятисен пĕтĕмлетĕвне туса ирттертĕмĕр – жюри членĕсем умĕнче хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр. Жюрире ялти библиотека заведующийĕ – С.В.Троицкая, аслă вожатăй – Н.В.Борзаева, шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани çумĕ – Т.В.Андреева кунĕпех ĕçлерĕç. Вĕсем классри мероприятисене, ачасем çырнă тĕрлĕрен хайлавсене хак пачĕç. Ку енĕпе кашни класах пултаруллă пулнине палăртрĕç. Шкулти «Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи» ятлă кĕнеке выставки те хăйĕн патне эрнипех илĕртсе тăчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара Чăваш чĕлхи кунне Юхма Мишшин пултарулăхне халалласа ирттертĕмĕр. Вăл çуралнăранпа 75 çул çитет те кăçăл.
Уроксем хыççăн пурте пĕрремĕш хутри сцена патне пуçтарăнтăмăр. Чи малтанах кунта Юхма Мишши çинчен хатĕрленĕ электронлă презентацисен конкурсĕ иртрĕ. Кунта чи пултаруллисем – 8-мĕш классри Тимофеев Сашăпа Андрианова Ксюша пулчĕç. Çак вăхăтра сцена патне пит хитре чăваш çипуçĕсем тăхăннă шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Пуçланчĕ вара ташă-юрă, сценка конкурсĕ. Кашни класс ачисем питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ ку конкурса. 2-мĕшпе 4-мĕш класс ачисем «Чи илемлĕ костюмсем» номинацире палăрчĕç. 1-мĕшпе 3-мĕш классра вара «Чи пултаруллă сăвă вулакансем» вĕренеççĕ иккен. Юхма Мишши çырнă сăвăсем илемлĕ юрă йĕркисем пулса тăнине 5-мĕш классем «Чи лайăх юрă» номинацире çĕнтерсе çирĕплетрĕç. 7-мĕшсем те питĕ выранлă тема суйласа илнĕ – космос теми вĕсен сценкинче те, Юхма Мишшин произведенийĕсем тăрăх хатĕрленĕ тишкерĕвре те палăрчĕ. 8-мĕшсем «Чи хитре юрлакансем» пулнине тепĕр хут Тăван çершыва халалланă юрра юрласа çирĕплетрĕç. 9-мĕшсем те хăйсем «Чи ăста артистсем» пулнине пурне те кăтартрĕç. Хăйсене шанса панă рольсене пуçласа вĕçне çитичченех питĕ ăста вылярĕç. Костюмĕсене те тăрăшса, юратса хатĕрлени палăрчĕ. «Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн шкул ачисем пур енчен те пултаруллă пулнине палăртса хăварас килет», - терĕ ял библиотекин заведующийĕ Светлана Вениаминовна Троицкая.
Малалла вара чăваш чĕлхи учителĕ Тюрина Нина Михайловна викторина ирттерчĕ. Ку викторинăра 7-9 классем хутшăнчĕç. Икĕ командăран («Иккĕмĕшсем» тата «Ултăмĕшсем») пĕри 1 балл ытларах пухса çентерчĕ. «Иккĕмĕшсем» команда çĕнтерÿçĕ ятне тивĕç пулчĕ. Шкул ачисем классри ачасен списокĕнче иккĕмĕш пулсан «Иккĕмĕшсем» ятлă хутăш команда йĕркелерĕç, списокра улттăмĕш пулсан - «Ултăмĕшсем» ятлă командăра вылярĕç. Ку вăл пĕтĕмлетÿ мероприятийĕ 26-мĕш числора пулса иртнипе çыхăннă.
Командăсем хушшинче тест ыйтăвĕсем çине хуравламалли конкурс иртнĕ вăхăтра пăхса ларакансем хушшинче те «Ыйту-хурав» конкурсĕ иртрĕ. Кунта чи пултарулли 2-мĕш классри Львова Лера пулчĕ.
«Чи пултаруллисене çитес линейкăра грамотăсем тата парнесем кĕтеççĕ», - терĕ шкул директорĕ Лира Николаевна Кудашова пĕтĕмлетÿ туса. Пур класс ертÿçине те, чăваш чĕлхи учительне те, шкул ачисене те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те тав турĕ Лира Николаевна чăваш чĕлхине манмалла марри çинчен асăрхаттарса.