Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ Чăваш чĕлхи кунĕ пулнине шута илсе тата Мăнкун эрнине халалласа «Юмахри» садик ĕçченĕсем – О.В.Степанова, С.М.Черкесова, В.М.Антонова питĕ нумай тăрăшрĕç. Вĕсем пуçарса янипе кашни ачана валли чăваш тумĕсем хатĕрлеме ашшĕ-амăшĕсмпе пĕрле тăрмашрĕç. Епле илĕртÿллĕ-çке-ха вăл – чăваш кĕпи! Хĕр ачасене валли вара тухъисене амăшĕсем хăйсен аллисемпех турĕç.
Паян вара ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче садика пурте хаваспа килчĕç. Уяв-çке-ха паян кунта! Ашшĕ-амăшĕсем хушшинче «Чи илемлĕ Мăнкун çăмарти» ятпа конкурс иртрĕ. Кунта чи пултарулли Бурцева Светлана Владимировна пулчĕ. Вăл çăмартасене илемлетнĕ çеç мар, вĕсенчен илемлĕ композиции тума та ÿркенмен.
Уяв сценарийĕ тĕрлĕрен чăваш юррисемпе, ташшисемпе, сăвăсемпе тат вăйăсемпе пуян пулчĕ. Ачасем ку уява тăрашса хатĕрленни палăрчĕ. Вăйăсенче вара ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те, воспитательсем те активлă хутшăнчĕç.
Уява валли декорацисене питĕ интереслĕ хатĕрленĕ. Кунти çатан картисем те, автанĕ те, хĕвелĕпе пĕлĕчĕ те, асамат кĕперĕ те, тĕрлĕрен ÿсен-тăрансем те куçа илĕртеççĕ, чăн-чăн чăваш ялне чĕнеççĕ. Тавтапуç пурне те савăк вăхăт парнеленĕшĕн!