Паян пирĕн шкулта С. М. Михайлов 190 çул тултарнине халалласа класс тулашěнче уяв иртрě. Çак уява халалласа 9 – мěш класс хěрачи Анжела Кудашова ятарласа презентаци хатěрленě С. М Михайловăн пурнăçěпе пултарулăхне пур енлěн тишкертĕмĕр, унăн
хайлавěсемпе паллашрăмăр.
Çак уявра инсценировкăсен ( 1-5 классем хушшинче), С. М. Михайлов çырнă « Юнга» сăвва пăхмасăр калакансен, сăвă çыракансен конкурсěсем, тăван литературăпа ритмика
урокěсене пěрлештерсе хатěрленě « Хаваслă стартсем» (5-6 классен ушкăнěсем хушшинче) конкурссем иртрĕç. Конкурсра 2 команда ăмăртрěç. Çĕнтернисен
шутěнче «Чи тăнлисем»-«Тевел» ушкăн, «Сипетсем» вара «Хăвартлăхпа илемлě ташлассипе çентерчĕç.