Чăваш чěлхи кунěнче.

Юрă- халăх пурнăçě
Юрă- халăх пурнăçěн тěкěрě.
                           Ваттисен сăмахě

   Çěр пин сăмах, çěр пин юрă, çěр пин тěрě çěршывě»- теççě Чăваш Республики çинчен. Чăнах та, халăх хушшинче пěр йăла та, пěр ěç те сăвă-юрăсăр, камит-шÿтсěр иртмен. Юрă - халăхăн пысăк пуянлăхě, сăмахлăхăн чи вăйлă аталаннă, анлă сарăлнă тěсě. Ахальтен мар ваттисем: «Юрăсăр мěнле пурăнан, пурнăç çук, авăнăç çук», - тенě.
   Халăх юррисене кам хывни паллă мар. Паллах, вěсене уйрăм юрăçсемех хайланă. Чăваш çырулăхě аталаннă май халăх юррисене пухма, тěпчеме, илемлетме тытăннă. 20-мěш ěмěрте çак ěçе Степан Максимов, Федор Павлов, Василий Воробьев,  Герман Лебедев, Филипп Лукин тата ытти паллă композиторсем хутшăннă. Халăхран тухнă юрă ăстисем  чăвашра яланах йышлă пулнă.
  Паян эпир, чăваш чěлхи кунěнче, Степан Максимовпа Федор Павлов пултарулăхěпе паллашрăмăр. Мероприяти Чăваш Республикин Гимнĕпе пуçланчĕ. Малтанах, Степан Максимовпа Федор Павлов композиторсен пултарулăхě   çинчен презентаци пăхрăмăр. Çак  ĕçе 9 класра веренекен Кудашова Анжеликапа Львова Лаура хатĕрленĕ.
   Кун хыççăн кашни класс хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ:
- шкул çумĕнчи  садике çÿрекен ачасем пĕчĕк концерт лартрĕç;
- 3 классем «Задачăсем»  сценка лартса пачĕç;
- 4 классем «Тăпачă юрри» юрларĕç;
- 5 классем «Сут» сценка лартса пачĕç;

- 6 классем «Хурăн çулçи çурăлсан» юрă  юрларĕç;
- 7 классем «Ял Советла выляни» сценка лартса пачĕç;
- 8 классем «Судра» комедипе савăнтарчĕç.
   Викторина  ыйтăвěсем  çине хуравларĕç. Камăн тěрěс хуравсем, çав çěнтерет.
   Мероприяти пурне те чуна кайрĕ. Чи килĕшнисем - садик ачисем, мĕншĕн тесен вĕсем ку уявра чăн чăваш ачисам пулчĕç: чи илемлĕ çипуçпа, юрă-сăвăпа.