1. Шурча сали миçемěш çулччен вулăс центрě пулнă?
2. Шурча вăрçине ертсе пыраканě кам пулнă-ши?
3. Шурча пăлхавěнче вилнисене асăнса миçемěш çулта палăк лартна? Ăçта? Кам?.
4. Шурча шкулěнчи историпе краеведени музейне миçемěш çулта тата кам йěркелесе янă?
5. Шурча шкулěнчи историпе краеведени музейěн тěп пÿлěмне ÿкерчěксемпе илемлетекен художникăн ячěпе хушамачě.
6. Хветěр Уяр çырнă «Шурча таврашěнче» романăн тепěр ячě.
7. Хветěр Уярăн чăн хушамачě.
8. Хветěр Уярăн «Шурча таврашěнче» романра Яка Илле сăнарě тěл пулать. Кам вăл Яка Илле?
9. Шурча чиркěвěн - Александр Петрович Архангельский пачăшкăн хушма ячě.
10.Хветěр Уярăн «Шурча таврашěнче» романри Григорьев Васили хăш уес, хăш ял çынни пулнă?
11.Григорьев Василие салтака миçемěш çулта илсе кайнă? Ун чух вăл миçере пулнă?
12. Хветěр Уярăн «Шурча таврашěнче» кěнекен миçемěш страницинче Спиридон Михайлов çинчен асăнать? Ун чухне Спиридон Михайлович ăçта ěçленě?
13. Хветěр Уярăн хăш произведенийěнчи йěркесем-ши?
«Шурча ялě Муркаш шывěн сулахай енне сěвек сăртăн çурçěр питне вырнаçса ларнă…»
14. «Ялти пÿрт тăррисене сыснапа хăпартнă улăм витнě…» Сыснапа сăмаха ăнлантарăр.
15. Кам вăл Мичман Павлов? Çак çынна Шурча тăрăхěнче мěншěн тăтăшах асăнаççě-ши?
16. Шурча чиркěвěн престол праçникě (уявě).