Шурча вăрçи пулса иртнĕренпе 170 çул çитнине халалланă викторина положенийĕ.

Шурча вăрçи пулса иртнĕренпе 170 çул çитнине халалланă  викторина положенийĕ 

 

1.  Викторина йĕркелевçисемпе хутшăнаканĕсем.

 

   Шурча вăрçи пулса иртнĕренпе 170 çул çитнине халалланă  викторинăна Муркаш районĕнчи Шурча шкулĕ ирттерет.  Викторина çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен пырать. Ку тупăшура икĕ ÿсĕмри шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ: 5-7-мĕш тата 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем.

 

2. Викторина тĕллевĕсем:

 

Викторинăна çак тĕллевсемпе ирттереççĕ:

 

- Шурча вăрçин историне пур енлĕн тишкерме;

- тăван ен культурине вĕрентес ĕçĕн пахалăхне ÿстерме;

- вĕренекенсен творчествăлла ăсталăх ÿсĕмне палăртма тата малалла аталантарма;

- вĕренÿ ĕçĕнче тĕрлĕрен литературăпа тата интернет технологисемпе анлăрах усă курма.

 

3. Викторинăна ирттермелли йĕрке.

 

   Викторина пĕр тапхăрпа иртет. Шурча шкулĕн сайчĕ çинчен (http://www.akram-morgau.edu.cap.ru/?t=adv&eduid=4458&adv=16522 ) ыйтусене уçласа илмелле те хуравсене akrschkmor@mail.ru электронлă адрес çине Microsoft Office Word форматпа ярса памалла.

 

Хуравсене пичетлеме пуçличчен малтан хутшăнакансем çинчен çак йĕркепе çырмалла:

 

1. Ача ячĕ, хушамачĕ: _________________________

2. Класс: ____________________________________

3. Шкул: ____________________________________

4. Ертÿçĕ хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ: _____________

 

4.  Викторина пĕтĕмлетĕвĕ тата çĕнтерÿçĕсене палăртни.

 

   Пĕтĕмлетÿ 2012 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне паллă пулать. Викторина жюрине Шурча шкулĕн вĕрентекенĕсен, ку тăрăхри культура ĕçченĕсен тата Муркаш район администрацийĕн представителĕсене кĕртеççĕ.

   Кашни тĕрĕс хурава 1 балпа хаклаççĕ. Енчен те мала тухнисем пĕр пек балл пуçтарнă пулсан çĕнтерÿçĕне хурава маларах панине шута илсе палăртаççĕ.

 

5. Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарни.

 

   Çĕнтерÿçĕсене Ярапайкасси администрацийĕн дипломĕсемпе тата Шурчари вулавăшăн парнисемпе чыслаççĕ. Кашнине викторинăна хутшăннине палăртакан сертификатсемпе палăртаççĕ.