Октябрěн пěрремěшě - Ваттисен кунě. Уявра кăна мар, ытти кунсенче те ватăсене пулăшма манмалла мар. Ватă çынсем ырă кун сунсан та питě савăнаççě. Паллах, вěсен кун-çулě çăмăл пулман. Çакна ас туса кашни çыннăнах ватăсене пулăшасчě.
Хамăр ялти ватăсене эпир ěнер вăй çитнě таран пулăшрăмăр. Алевтина кинемей пěчченех пурăнать, çăл патне шыв ăсма пынăччě. Маринăпа иккěн эпир ăна тулли витресене йăтма пулăшрăмăр. Тамара кинемей лавккаран йывăр хутаçсемпе тухнăччě. Хутаçěсем çăмăл марччě, вара Тамара кинемее çурчě патне çитиех хутаçěсене йăтса пулăшрăмăр.
«Çынна ырă тусан хăвна ырă пулě»,- тенě ваттисем. Çакна манас марччě, пěр-пěрне яланах пулăшса пурăнасчě.