Çак эрнере пирěн шкулта Чăваш чěлхи эрни ирттерме палăртнă.
Тěллевě: халăхран тухнă паллă композитор Ф. Лукин пултарулăхěпе паллаштарасси.
Çěр пин сăмах, çěр пин юрă, çěр пин тěрě çěршывě»- теççě Чăваш Республики çинчен. Чăнах та, халăх хушшинче пěр йăла та, пěр ěç те сăвă-юрăсăр, камит-шÿтсěр иртмен.
Юрă - халăхăн пысăк пуянлăхě, сăмахлăхăн чи вăйлă аталаннă, анлă сарăлнă тěсě. Ахальтен мар ваттисем: «Юрăсăр мěнле пурăнан, пурнăç çук, савăнăç çук»,- тенě. Халăх юррисене кам хывни паллă мар. Палkах, вěсене уйрăм юрăçсемех хайланă.
Чăваш çырулăхě аталаннă май халăх юррисене пухма, тěпчеме, илемлетме тытăннă. 20-мěш ěмěрте çак ěçе Степан Максимов, Федор Павлов, Василий Воробьев, Герман Лебедев, Филипп Лукин тата ытти паллă композиторсем хутшăннă. Халăхран тухнă юрă ăстисем чăвашра яланах йышлă пулнă. Ку эрнене Ф. Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халаллăпăр, унăн пултарулăхěпе паллашăпăр.