Тěллевěсем: Тăван çěршывăн илемěпе пуянлăхне туйма,пěлÿлěхе ÿстерме пулăшасси; ачасен тавракурăмне, пуплевне аталантарасси; пултарулăхне тěрлě енчен аталантарасси.
Кирлě хатěрсем: Чăваш Республикин символěсем: герб,ялав; хутран касса кăларнă кěпесем; тěрлě ÿкерчěксем.
Чăваш тумне тăхăннă ачасем алла-аллăн тытăнса «Илемлě,илемлě» юрра юрласа кěреççě, сěтелсем хушшине вырнаçса лараççě.
(Зала чăваш тěррисемпе илемлетнě)
Ертсе пыракан. Сывă-и! Паян кунта мěн чухлě чăваш ачисем пуçтарăннă. Епле капăр тумланса килнě вěсем, çипуçěсем мěнле илемлě! Чăваш халăхě мěн авалтанах хăйěн ěçченлěхěпе палăрса тăнă. Çи-пуçěнче те çак ěçченлěх курăнать. Чăвашсем уй-хирте те ěçленě, алă ěçне те тунă, юрă-ташăра та ăста пулнă.
Паян пирěн пысăк уяв.Эпир Тăван çěршыва юратса, хисеплесе «Чечеклен, юратнă Чăваш Ен» викторинăна пухăнтăмăр. Викторинăра тěрлě ěçсем пулěç. Сирěн вара тěрěс хуравсем памалла. Пурне те ăнăçу сунатăп.
1ěç. Кашни ачан хăйěн адресне тата ача сачěн ятне тěрěс каласси.
2ěç. Сăн ÿкерчěксем хушшинче Чăваш Республикин президентне тěрěс палăртса хăварасси.
3ěç. Чăваш Республикин гербěпе ялавне тěрěс палăртса хăварасси (Хут çинче Чăваш Республикин гербěпе ялавě.Ачасен гербне кăвак кăранташпа, ялавне хěрлě кăранташпа палăртса хăвармалла).
Кану саманчě.
4ěç. Кěпене чăваш тěррисемпе илемлетесси(Шурă хутран касса кăларнă кěпене чăваш тěррисемпе илемлетмелле).
5ěç. Чăваш Республикинчи юхан шыв ячěсене çырасси (Ачасем каласа пыраççě,аслисем çыраççě.).
6ěç. Чăваш Республикинче вырнаçнă хула ячěсене çырса тухасси (Ачасем каласа пыраççě,аслисем çыраççě.).
Юрă тăхтавě.
7ěç. Чăваш композиторěсен ячěсене çырасси (Ачасем каласа пыраççě,аслисем çыраççě).
8ěç. Музыка инструменчěсен ячěсене тěрěс çырасси (Экран çинче музыка инструменчěсем тухса пыраççě (Ачасем каласа пыраççě,аслисем çыраççě.).
9ěç. Чăваш Республикин гербне тěрěс пуçтарасси (Пазл пуçтарасси).
Ертсе пыракан. Чăнах та, халăх хушшинче пěр уяв та,йăла та,пěр ěç те сăвă-юрăсăр ,камит-шÿтсěр иртмест. Эпир те хамăрăн викторинăна çак юрă сăмахěсемпе вěçлер:
Ĕçлеме те, канма та пěлетпěр,
Кÿршěсем-пирěн çывăх туссем.
Малалла шанăçпах тинкеретпěр,
Чапě кайě инçе чăвашсен.
Чечеклен,юратнă Чăваш Ен,
Пуянлан,çамрăклан çулсерен.