Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна халалласа пирĕн шкулта пĕр эрне хушши тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртрĕç. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче шкул библиотекинче «Чăвашсен паллă композиторě» кĕнеке выставки уçăлнипе чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен пычĕ. Çак вăхăтра шкул ачисем чăваш халăх культурипе, кун -çулĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç, тĕрлĕ творчествăлла ĕçсене хутшăнчĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, илемлĕ чăваш тумĕпе çÿрерĕç.
Ака уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче класс ертÿçисем чăваш композиторне Филипп Лукина халалланă класс сехечĕсене ирттерчĕç. Ачасем хăйсене валли нумай интереслине пĕлчĕç кунта, вăл кěвěленě юрăсемпе паллашрěç.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулта Чăваш чĕлхи кунне паллă турăмăр. Çак куна чăвашсен паллă композиторне Филипп Лукина халалларăмăр. «Çěр пин сăмах, çěр пин юрă, çěр пин тěрě çěршывě»- теççě Чăваш Республики çинчен. Чăнах та, халăх хушшинче пěр йăла та, пěр ěç те сăвă-юрăсăр, камит-шÿтсěр иртмен. Юрă - халăхăн пысăк пуянлăхě, сăмахлăхăн чи вăйлă аталаннă, анлă сарăлнă тěсě. Ахальтен мар ваттисем: «Юрăсăр мěнле пурăнан, пурнăç çук, савăнăç çук», - тенě.
Халăх юррисене кам хывни паллă мар. Паллах, вěсене уйрăм юрăçсемех хайланă. Чăваш çырулăхě аталаннă май халăх юррисене пухма, тěпчеме, илемлетме тытăннă. 20-мěш ěмěрте çак ěçе Степан Максимов, Федор Павлов, Василий Воробьев, Герман Лебедев, Филипп Лукин тата ытти паллă композиторсем хутшăннă. Халăхран тухнă юрă ăстисем чăвашра яланах йышлă пулнă.
Паян эпир, Чăваш чěлхи кунěнче, Филипп Лукин пултарулăхě çинче чарăнса тăрăпăр, - терě уява пуçланă май чăваш чěлхи урокěсене ертсе пыракан Н.М. Тюрина.
Мероприяти Чăваш Республикин Гимнĕпе пуçланчĕ. Малтанах 9 класра вěренекен Карина Андрианова Филипп Лукин çинчен хăй хатěрленě презентаципе паллаштарчě.
Кун хыççăн кашни класс хăйĕн пултарулăхне кăтартрě. Ачасем Филипп Лукин кěвěленě юрăсене юрларěç, инсценировкăсем лартрěç.
Шкул çумĕнчи садике çÿрекен ачасен концертне те пăхма питě кăмаллă пулчě.
Малалла вара чăваш чĕлхи учителĕ Тюрина Нина Михайловна икě команда хушшинче викторина ирттерчĕ. Ку викторинăра 5-9 классем хутшăнчĕç. Викторина «Çеçпěл çеçкисем» тата «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» командăсем хушшинче туслăх çěнтернипе вěçленчě. Икě команда та вăйăра пěр пек балсем пухма пултарчě. Пăхса ларакансем хушшинче те «Ыйту-хурав» конкурсĕ иртрĕ. Кунта чи пултаруллисем кěçěн класс ачисем пулчĕç.
Жюри членĕсем умĕнче ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Жюрире шкул директорě - Л.Н. Кудашова, унăн вěрентÿпе воспитани енěпе ěçлекен çумě Т.В.Андреева кунĕпех ĕçлерĕç. Вĕсем класри мероприятисене, ачасем туса хатěрленě тĕрлĕрен ребуссене, пуç ватмăшсене, ÿкерчěксене хак пачĕç. Ку енĕпе кашни класах пултаруллă пулнине палăртрĕç. Укерчěксен конкрсěнче 1 вырăна 4 класра вěренекен Андреева Ульяна, 2 вырăна – Бардасова Тамара, 3 вырăна 2-мěш класра вěренекен Семенов Паша тата Рыжков Вася йышăнма пултарчěç. Ребуссемпе пуç ватмăшсен конкурсěнче 6 классем пурте маттур пулнине палăртрě жюри. Композитора сума суса сăвă çыракансен конкурсě те иртрě. Чи пултарулли 7 класра вěренекен Клинк Настя пулчě.
Мероприяти пурне те килěшрě. Пурне те чи кăмăла каякансем садик ачисем пулчěç. Уява вěсем хăйсен хитре тумěсемпе илем кÿчěç.
Чи пултаруллисене линейкăра грамотăсем тата пылак парнесем парса чысларĕç. Шкул директорě Лира Николаевна Кудашова Чăваш чĕлхи кунне лайăх хатерлеме пулашнă класс ертÿçисене, чăваш чĕлхи учительне Н.М. Тюринана, музыка учительне П.В.Борзаева, шкул ачисене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тав турĕ. Чăваш чĕлхине манмалла марри çинчен каларĕ пĕтĕмлетÿ тунă май.