Тав хучĕ илме Нина Михайловна Тюрина тивĕç пулчĕ.

   Чăваш халăх академийĕ Муркаш районĕнчи Панкли ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Кăтра Мишша çыравçăн суйласа илнисен пуххине пичете хатĕрлес ĕçе хутшăннăшăн, тĕпчев ĕçĕшĕн, çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕрентсе ăс парас ĕçри хастарлăхшăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Ăна илме приĕн Шурча шкулĕнчи Нина Михайловна Тюрина тивĕç пулчĕ. Унсăр пуçне тата çаксем тивĕçрĕç; Елена Калистратовна Михайлова (Муркашри вăтам шкул), Алиса Васильевна Иванована (Сосновкăри вăтам шкул), Валентина Львовна Михайловăна (Мăн Хураçкари тĕп шкул), Ирина Валентиновна Раевскаяна (Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкул), Надежда Вячеславовна Шандимирована (Юнкăри вăтам шкул). Эльвира Владимировна Портнована (Калайкассинчи вăтам шкул), Светлана Олеговна Степанована (Йÿçкассинчи вăтам шкул). Вĕсем çак чыса чăннипех те тивĕçлĕ.        
 Чун хушнипе, кăмăл туртнипе, тивĕçе туйса ĕçлеççĕ, вĕрентеççĕ, çамрăк ăрăва  ыр çын пулса ÿсме пулăшаççĕ вĕрентекенсем, тăван чăваш чĕлхин, тăван халăх йăли-йĕркин, шăпин управçисем.