1842 çулхи çу уйăхěн 19-20-мěшěнче Шурча вăрçи пулса иртнě. Çак юнлă çапăçăва асăнса 5 тата 6 классем валли музейра урок иртрě. Уроксем хыççăн хăнасем, Шурча шкулěнче вěренекенсемпе вěрентекенсем 1842 çулта патшапа улпутсен пусмăрне хирěç çапăçнă паттăрсене асăнса лартнă палăк патěнче пулчěç, чěрě чечексем хучěç. Ярапай ял тăрăхěн пуçлăхě Н.В. Павлов çак вăрçă историллě пěлтерěшлě пулни çинчен каларě. П.Е. Троицкий истори учителě хăйсене Шурча вăрçи çинчен каласа панине паянхи кун та лайăх астăвать. Иккен çак çапăçура пирěн тăрăхра пурăнакан Плюхинсем, Алжировсем хастар çапăçнă.
Шурчари вулавăш ертÿçи С.В.Троицкая презентацисем хатěрленě, вулавăша пырса курма сěнчě. «Çамрăк ăрăвăн çак пăлхав çинчен манма юрамасть, мěншěн тесен ěлěкхине астумасăр хальхи пурнăçа ăнланма йывăр»-, терě вăл.
Культура çурчěн ертÿçи Л.И.Пискарěва ачасене палăка тирпейлě, çакăн пекех илемлě тытса тăма сěнчě.