Эпĕ сире хамăрăн класс çинчен каласа парасшан. Шкул — пирĕншĕн иккĕмĕш пÿрт. Кунта класс ертÿçи, пирĕн иккĕмĕш анне - Марина Рудольфовна Ершова. Вăл пире биологи, географи, технологи тата хими предмечĕсене вĕрентет. Вăл çав тери ырă кăмăллă. Йывăр вăхăтсенче пире яланах пулăшать. Эпир ăна килĕштеретпĕр. Класри ачасемпе эпир 8 сул пĕрле. Çак вăхăт хушшинче пĕр-пĕрне шанма, ĕненме, пулăшма вĕрентĕмĕр. Пĕр-пĕринсĕр хамăрăн пурнăçа нимĕнле те кураймастпăр. Уроксенче яланах активлă ĕçлетпĕр. Учительсене итлетпĕр. Анчах та пирĕн тепĕр икĕ сул кăна пĕрле вĕренмелле. Ку пирĕншĕн питĕ хурлăхлă.
Халĕ эпĕ хамăрăн класс ертуçине, ытти учительсене тата юратнă класа яланах пĕрле, пĕр çемйери пек туслă пулнишĕн тав тăвасшăн. Сирĕнсĕр пурнăç ытла та кичем пулĕччĕ.
Кудряшова Дарья