Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр

Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче  Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр

Петӗр Хусанкай - чӑваш халӑхӗн хальхи паллӑ поэчӗсенчен пӗри, нумай-нумай сӑвӑ-юрӑсен, поэмӑсен, статьясен авторӗ. Унӑн произведенийӗсене чӑваш ӗҫ ҫыннисем, ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ, юратса вулаҫҫӗ. Петр Петрович Хусанкай 1907 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче Тутар республикинче, Юхмалчӑ районне кӗрекен Сиктӗрме ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче эпир поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр. Ҫавна май паян 2 тата 4 класра вӗренекенсем валли «Хусанкая вулатпӑр» - мероприяти ирттерчӗҫ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ, вӑл ҫырнӑ кӗнекесене алла тытса пӑхрӗҫ. Ҫавӑн пекех поэт ачасем валли ҫырнӑ «Натали кӗпе тӗрлет», «Эп – чӑваш ачи», «Сӑпка юрри» сӑввисене вуларӗҫ тата итлерӗҫ.