Шурча шкулӗнчи кӗҫӗн класра вӗренекенсем ҪӐВАРНИ уявне паллӑ турӗҫ

Шурча шкулӗнчи кӗҫӗн класра вӗренекенсем ҪӐВАРНИ уявне паллӑ турӗҫ

Паян Шурча шкулӗнчи кӗҫӗн класра вӗренекенсем ҪӐВАРНИ уявне паллӑ турӗҫ.

Çăварни уявĕ ĕлĕкренпех пыракан уявсенчен пӗри. Вӑл – пысăк та савăнăçлă уяв шутланать. Çăварни çурхи кун тăрăшшĕ çĕрпе танлашнă чухне пуçланать. Ку вӑхӑтра хĕллепе çу вăй виçеççĕ.
Çăварни тени, тепĕр майлă „çу эрни”, „хĕле ăсатни”, „çуркуннене кĕтни” тени пулать.
Çăварние юрă – ташăпа, вӑйӑсемпе хавассăн кĕтсе илнĕ, тус-йышсем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă, икерчĕпе чей ĕçнĕ.
Паян та ачасем тӗрлӗ вӑйӑ вылярӗҫ, поварсем пӗҫерсе панӑ хӗвел питлӗ тутлӑ икерчӗсемпе сӑйланчӗҫ. Уяв пурне те кӑмӑла кайрӗ.