ЧӐВАШ ЧĔЛХИ КУНӖ
Ҫулсеренех ака уйăхĕн 25 -мӗшӗнче эпир Чӑваш чĕлхи кунне паллӑ тăватпăр. Паян пирĕн шкулта ҫак куна халалланӑ пысăк уяв иртрĕ. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем фойере пуҫтарӑнчӗҫ.
Уява çулсерен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 1992-мĕш çултанпа паллă тăватпăр. Çак кун чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ И.Я.Яковлев çуралнă. Вăл – чăваш халăхне çутта кăларакан, вĕрентекен, куçаруçă, этнограф, чăваш алфавитне тата пĕрремĕш букваре хатĕрленĕ паллă çын. Унăн пултарулăхĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Паян эпир те, Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тӗп шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, Иван Яковлевича сума суса Чăваш чĕлхи кунне уявларăмăр. Фойере тӗрлӗ площадкӑсем ӗҫлерӗҫ. Кунта вĕренекенсем перопа тата чернил ручкӑпа ҫырса пӑхма пултарчӗҫ, ҫӑпата сырма вӗренчӗҫ, тӗрлӗ кӗнекесенче Шурча тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ материала шыраса тупса вĕсемпе паллашрӗҫ. Мероприяти вӗҫӗнче пурте пӗрле вӑйӑ карти йеркелесе карталанса утрӗҫ.
Ачасем мероприятие хастар хутшăнчĕç. Мероррияти пурне те кӑмӑла кайрӗ, пурин чунне те тыткăнларĕ. Вăл чăваш чĕлхин илемне, вăйне тата пĕлтерĕшне кăтартса пачĕ.
#ЧĂВАШЧĔЛХИКУНӖ#МедиаАкрамово#ОрлятаРоссии
4 класс vk.ru
6 класс vk.ru
2 класс vk.ru
5 класс vk.ru
1 и 3 классы vk.ru
8 класс https://vk.ru/wall-200282312_3257